Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫемен Элкер

Ҫемен Элкер (чӑн ячӗ-хушамачӗ Элкер Семён Васильевич, ҫуралнӑ чухнехи хушамат Васильев) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1892 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1966, авӑнӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ тата Ленин орденне тивӗҫнӗ. 1964 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.

Пурнӑҫӗ

Ялти пуҫламӑш шкулта пӗлӳ пухнӑ хыҫҫӑн малалла вӗренме май килмен. 1915 ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна патша ҫарне хӗсмете илнӗ. Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫинче йывӑр аманса тыткӑна лекнӗ. 1916 ҫулта Раҫҫее таврӑннӑ, чылай хушӑ сипленнӗ. Хусанта вӗрентекенсене хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. Унта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ.

1922-1935 ҫулсенче Ҫемен Элкер «Канаш», «Пирӗн ял» хаҫатсемпе «Сунтал» журнал редакцисенче вӑй хунӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакцин аслӑ редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Пултаруллӑ ҫыравҫӑ халӑх ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Ӑна РСФСР Аслӑ Канашӑн депутатне суйланӑ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш сӑвви 1921 ҫулта пичетленнӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак кӗнекесем (пурӗ 40 патнелле) тухнӑ:

  • «Самана», (1928);
  • «Юмахсем» (1928);
  • «Хӗн-хур айӗнче» (1931, 1937, 1948);
  • «Шурӑмпуҫ килсен» (1940);
  • «Ҫутӑ кунсем» (1945);
  • «Вун саккӑрмӗш ҫул» (1948, 1953);
  • «Вутпа ҫулӑм витӗр» (1949, 1982);
  • «Ҫырнисен пуххи» (пилӗк том, 1960-1964);
  • «Шӗнкӗл кайӑк» (1974);
  • «Хурапа шурӑ», (1994).

«Шурӑмпуҫ килсен» (роман, 1958), «Улӑпсем» (сӑвӑллӑ юмах, 1959), «Хӗн-хур айӗнче» (поэма, 1960) кӗнекисем вырӑсла та пичетленнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Ленинград патӗнчи ҫупӑҫура пуҫне хунӑ Смирнов Иван паттӑр ҫинчен «Вӑл вилӗмсӗр» поэма ҫырнӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Ҫемен Элкер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2016-09-06 17:27:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10458 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем